Пирĕн вĕренекенсем - Çăварни уявĕнче

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕньялти клуб умне ял халăхĕ çуркуннене кĕтсе илме уява пуçтарăнчĕ. Урамра хаваслă юрă-кĕвĕ янăрать. Уява пуçтарăннă ял-йыша Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова çуркунне çитнĕ ятпа, кĕçĕн Çăварни уявĕ ячĕпе саламларĕ. Уява килнĕ халăха «Илем» фольклор ушкăнĕ Çăварни юрри-ташшисемпе савăнтарчĕ.  Халăх вĕсемпе пĕрле юрларĕ, ташларĕ.

    Ача-пăчасем – Çĕньялти  тĕп  шкулти  театр  студине  çÿрекенсем  (ертÿçи  А.В.Антонова) тĕрлĕ хаваслă вăйăсенче хутшăнчĕç. Ĕлĕххи йăлапа лаша çуни çине ларса ял тăрах катаччи чупса савăнчĕç.

    Юлашкинчен Çăварни катемпине çунтарса ячĕç- ун  кĕлĕпе  пĕрле  чир-чĕрпе  инкек-синкек  те вĕçсе  кайтăр  тесе  çулăм  тавра  çаврăнчĕç. Пурте карталанса вырăс, чăваш ташшисем ташласа хĕлпе сывпуллашрĕç.