Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Марина Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе вуннăмĕш хут иртет çак конкурс. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Василий Кервен поэт, Василий Пушкин литературовед, Владимир Синдеев телеоператор.
Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе, Марина Карягина хайлавĕсем тăрăх вĕренекенсем йĕркеленĕ ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Хăнасене чăваш тумĕллĕ хĕр ачасемпе ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Мероприятие чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Табакова ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ Алексей Логунов саламларĕ, шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ. Уяв ячĕпе саламласа районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова саламларĕç. Уява пухăннисем Марина Федоровнăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене курса киленчĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концертпа савăнчĕç.
Кăçалхи çул конкурс виçĕ номинаципе иртрĕ: «Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…», «Палиндромсен асамлă тĕнчи», «Сăвă çыртăм васкаса…». Конкурсра вун тăватă шкултан пухăннă аллă ытла ача тупăшрĕ. Вĕсен йышăнче Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ Çенъялти тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем те пулчĕç. «Палиндромсен асамлă тĕнчи» номинацире 6-мěш класра вěренекен Тимофеева София 2-мěш вырăн йышăнчě. 8-мěш класра вěренекен Живова Екатерина «Тĕнче сăнне илсе хам витĕр кăтартап…» номинацире палăрчĕ (вĕрентекенĕ – Ершова Т.И.). Вěсем Хисеп хучĕ тата диплом илме тивěçлě пулчěç.
Хĕрсене тата вĕрентекене саламлатпăр, малашне те тĕрлĕ конкурссенче ăнăçу сунатпăр.