Ăшă çу кунĕсем хыççăн кĕр кунĕсем те çитсе тăчĕç, вĕсемпе пĕрле — Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ те. Ăна кашни çулах юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Г.Айхи ячĕпе хисепленсе тăракан Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкулта та ваттисен кунне чыслăн уявларĕç. Вуникĕ сехет тĕлне хаваспах пухăнчĕç аслă ăрури çынсем: вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕсем, Çĕньял ял тăрăхĕнче пурăнакан ватăсем.
Чи малтанах шкулпа паллашрĕç, шкул директорĕ Крестина Иванова шкулăн çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсем çинчен каласа кăтартрĕ,пухăннисене саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова та ветерансене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕ. Ун хыççăн аслă вожатый Инна Вазюкова, класс ертӳçисем йĕркелесе пынипе 1-9 -мĕш класра вĕренекенсем пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Ачасен пултарулăхне хакласа куракансем тăвăллăн алă çупрĕç.
Малалла уяв çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Тĕлпулăва хаваслă, усăллă йĕркеленĕшĕн ветерансем ертсе пыракансене чунтан тав туса ăнăçусем сунчĕç.
Çакнашкал савăнăçлă уяв яланлăха вĕсен асĕнче юлĕ.