Чăваш поэзи фестивалĕ «Айхи вулавĕсем» - Çĕньялти тĕп шкулта

 

 

     Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи пурнăçран уйрăлса кайнă кун, поэзине юратакансем 13-мĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» поэзи фестивальне пухăнчĕç. Ăна кăçалхи çул аслă поэтăмăр çуралнăранпа 85 çул çитнине халалланă.

     Районти шкулсенчен 78 вĕренекен килсе çитрĕ конкурса. Килнĕ хăнасем чи малтанах шкулти музее çитме васкарĕç. Аслă классенче вĕренекен экскурсоводсем музейри стендсемпе паллаштарчĕç, хăш-пĕр экспонатсен пĕлтерĕшĕсем çинчен ăнлантарчĕç. Геннадий Айхи пÿлĕмĕнче те ачасемшĕн пĕлмелли питех те нумай пулчĕ.

     Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн пурте «Геннадий Айхи ачалăхĕнчи самантсем…» ятлă театрализациленĕ сыпăксене пăхса киленчĕç. Çĕньял шкулĕнче тата Патăрьелĕнчи ача-пăча ÿнер шкулĕнчи театр уйрăмĕнче вĕренекенсем Антонова А.В. преподаватель ертсе пынипе Ева Лисина çырнă «Çĕньял ачисем» кĕнекери калавсем тăрăх хатĕрленĕ сыпăксене тĕлĕнмелле ĕнентерÿллĕ выляса кăтартрĕç. Г.Айхи сăввисене 5-9 классенче вĕренекенсем илемлĕ вуланă хыççăн пурте пĕрле аслă поэтăмăр юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрра юрларĕç.

    Мероприятие шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мадюкова М.И. ертсе пычĕ. Конкурса килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене район администрацийĕ ячĕпе социаллă аталану, туризм енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алевтина Куданова саламларĕ, аслă поэтăмăр Г.Айхи ятне яланах çÿллĕ шайра тытмалли çинчен каларĕ. Шкул директорĕ Иванова К.В. хăнасене яланах хапăл пулнине пĕлтерчĕ, пурне те ăнăçусем сунчĕ.

     Красномайски ялĕнче пурăнакан Петр Семенов хăй студент чухне Г.Айхипе тĕл пулса калаçнă самантсене аса илчĕ, аслă поэтăмăра халалласа çырнă хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ.

     Кăçалхи сăвă вулакансен конкурсĕ 2-4, 5-7, 8-10 – мĕш классем хушшинче ÿсĕмсем тăрăх икĕ номинаципе иртрĕ: Г.Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси тата поэт юбилярсен сăввисене (Ç. Элкер, И. Ивник, А.Ĕçхĕл, Г.Илепер, Н.Янкас, Т.Тимкки) чăвашла вуласси.

     Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:  

     «Г.Айхи сăввисене вуласси» номинацире –

      3-4 классем хушшинче – Головина Яна,  Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Солдатова В.В.);

      5-7 классем хушшинче Сироткина Алиса, Алманчăри тĕп шкулта 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Чихина С.Ф.);

      8-10-мĕш классем хушшинче Кошкина Карина, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Иванова М.И.).

     «Поэт юбилярсен сăввисене вуласси» номинацире –

     3-4 классем хушшинче – Кошелева Маргарита, Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 4- мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Васильева З.В.);

      5-7 классем хушшинче Макарова Анастасия, Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кулакова С.П.);

      8-10-мĕш классем хушшинче Тарасова Татьяна, Çĕнĕ Ахпÿртри тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кудряшова И.В.).

     Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе чысларĕç. Информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Перепелкина Е.С.  Çĕньял шкулĕн директорне Кристина Владимировна Ивановăна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене Мария Ильинична Мадюковăпа Татьяна Ильинична Ершовăна тата пĕтĕм шкул коллективне район шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.