Чăваш Республикин министрсен кабинечĕ хушăвĕпе килĕшӱллĕн кăҫалхи ҫул аслă поэтăмăр Геннадий Айхи ҫуралнăранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа шкулсенче, библиотекăсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ.
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Геннадий Айхине тата чăваш поэзине юратакансем 13-мĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» поэзи фестивальне пухăнчĕç.
Геннадий Николаевич Айхи 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Г.Айхи – чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.
Районти шкулсенчен 78 вĕренекен килсе çитрĕ конкурса. Килнĕ хăнасем чи малтанах шкулти музее ҫитме васкарĕҫ. Аслă классенче вĕренекен экскурсоводсем музейри стендсемпе паллаштарчĕҫ, хăш-пĕр экспонатсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен ăнлантарчĕҫ. Геннадий Айхи пӱлĕмĕнче те ачасемшĕн пĕлмелли питех те нумай пулчĕ.
Чыслăн кĕтсе илнĕ хыҫҫăн пурте «Геннадий Айхи ачалăхĕнчи самантсем…» ятлă театрализациленĕ сыпăксене пăхса киленчĕҫ. Ҫĕньял шкулĕнче вĕренекенсем тата Патăрьелĕнчи ача-пăча ӱнер шкулĕнче театр уйрăмĕнче вĕренекенсем Алина Антонова преподаватель ертсе пынипе Ева Лисина ҫырнă «Ҫĕньял ачисем» кĕнекери калавсем тăрăх хатĕрленĕ сыпăксене тĕлĕнмелле ĕнентерӱллĕ выляса кăтартрĕҫ, Г.Айхи сăввисене 5-9 классенче вĕренекенсем илемлĕ вуларĕҫ.
Мероприятие Мария Мадюкова ертсе пычĕ. Конкурса килнĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсене район администрацийĕ ячĕпе социаллă аталану, туризм енĕпе ĕҫлекен пай пуҫлăхĕ Алевтина Куданова саламларĕ, аслă поэтăмăр Г.Айхи ятне яланах ҫӱллĕ шайра тытмалли ҫинчен каларĕ. Шкул директорĕ Крестина Иванова хăнасене яланах хапăл пулнине пĕлтерчĕ, пурне те ăнăҫусем сунчĕ.
Красномайски ялĕнче пурăнакан Петр Семенов хăй студент чухне Г.Айхипе тĕл пулса калаҫнă самантсене аса илчĕ, аслă поэтăмăра халалласа ҫырнă хăйĕн сăввисене вуларĕ.
Кăçалхи конкурс 2-4, 5-7, 8-10 –мĕш классем хушшинче ӱсĕмсем тăрăх икĕ номинаципе иртрĕ:
Г.Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси тата поэт юбилярсен сăввисене (Ҫ. Элкер, И. Ивник, А.Ĕҫхĕл, Г.Илепер, Н.Янкас, Т.Тимкки) чăвашла вуласси.
Жюри членĕсене çăмăл пулмарĕ çĕнтерÿçĕсене палăртма.
Чи маттуррисенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
«Г.Айхи сăввисене вуласси» номинацире –
Головина Яна, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен
(вĕрентекенĕ – Солдатова Валентина Васильевна);
Сироткина Алиса, Алманчăри тĕп шкулта 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Чихина Светлана Федоровна);
Кошкина Карина, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта 8 -мĕш класра вĕренекен
(вĕрентекенĕ – Иванова Марина Ивановна).
«Поэт юбилярсен сăввисене вуласси» номинацире –
Кошелева Маргарита, Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Васильева Зинаида Васильевна);
Макарова Анастасия, Ыхра Ҫырми вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кулакова Светлана Пантелеймоновна);
Тарасова Татьяна, Ҫĕнĕ Ахпÿртри тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Кудряшова Ирина Васильевна).
Ҫĕнтерӱҫĕсемпе призерсене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсемпе чысларĕҫ. Информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Елена Перепелкина Ҫĕньял шкулĕн директорне Крестина Ивановăна, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Мария Ильинична Мадюковăпа Татьяна Ильинична Ершовăна тата пĕтĕм шкул коллективне район шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ҫӱллĕ шайра ирттернĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ.