Юлия Васильева – çĕнтерӳçĕсен йышĕнче

           Ака  уйăхĕнче  Чăваш  Республикинчи  вĕрентӳ  Министерстви  хушăвĕпе  килĕшӳллĕн Чăваш  наци  конгресĕ  тата    «Тантăш»  хаçат  пуçарăвĕпе  И.Я.Яковлев çуралнăранпа  170  çул  çитнине  халалласа  «Манăн  халăх, ман  Тăван  çĕршывăм» регионсем  хушшинчи  конкурс  пуласси  çинчен  пĕлтернĕччĕ. Çак  конкурса  хутшăнса Çĕньялти  Г.Айхи  ячĕллĕ  тĕп  шкулти  8  класра  вĕренекен  Юлия  Васильева  хăй  çырнă  сăввисемпе  «Чи  лайăх  сăвă»  номинацире  2-мĕш  вырăн  йышăнма  пултарчĕ  (ертсе  пыраканĕ – чăваш  чĕлхипе  литературине  вĕрентекен  М.И.Мадюкова). Çĕнтерӳçĕсене  чыслама  2018 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш  наци  библиотекине  йыхравланă. Кунта  Юлия  пысăк  хавхаланупа  вуларĕ  сăввине? Василий  Кервен  поэт  аллинчен  медаль: диплом  тата  парне  илме  те  питĕ  кăмăллă  пулчĕ. Чăваш  наци  радио  корреспондентне  интервью  пани  те  яланлăхах  асра  юлĕ  пултаруллă  хĕрачашăн. Çĕнĕ çитĕнӳсем  кĕтетпĕр  санран, Юля тата  малашне  те  ăнăçусем  сунатпăр!