Вăйă-урок «Яковлев хайлавĕсем»

Чăваш чĕлхипе чăваш литература эрни малалла тăсăлнă май ачасем тĕрлĕ конкурсра тупăшаççĕ. 2018 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче вара тăван литература урокĕнче 5 класра вĕренекенсем Ершова Т.И вĕрентекен ертсе пынипе И.Я.Яковлевăн хайлавĕсем тăрăх вăйă –урок ирттерчĕç. Вăйăри ыйтусем маларах вуланă калав-юмахсене ачасем мĕнлерех астуса юлнине тĕрĕслеме май параççĕ.  Пĕр-пĕринпе тупăшса, вĕренекенсем ыйтусем çине хавхалансах хуравларĕç.