Яковлев вулавĕсем

2018 çулхи ака уйăхĕн 23-28 мĕшĕсенче Г.Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньялти пĕтĕмĕшле  пĕлӳ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе чăваш литература эрни иртет. Çак эрне пуçланине халалласа шкулта тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче И.Я.Яковлевăн хайлавĕсемпе паллашрĕç. Хайлавĕсем шӳтлисем те, ăса вĕрентекеннисем те пур. Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем çынна кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен таса чунлă,ĕçчен, ырă пулма вĕрентеççĕ. Вĕренекенсем хайлавсене хавхалансах вуларĕç.