Технологипе искусство эрни

Технологипе искусство эрни

Планпа палăртнă йĕркепе Ҫĕньял шкуленче технологи, рисовани  тата искусство эрни пулса иртрĕ. Малтанхи кунранах ачасем  çанă тавăрса ĕçлеме пуçларĕç. Тумалли, паллах, питĕ нумай пулчĕ. Урамра ылтăн кĕркуннен юлашки кунĕсем иртсе пынă май чечексенчен, çулçăсенчен, çут-çанталăкра тĕл пулакан тĕрлĕ йывăç-курăксенчен илемлĕ букетсем,композицисем ăсталарĕç ачасем. Уйрăмах Вазюковсем Ильяпа Никита (1кл.) «Берегите лес от пожара», Павлова Каролинăн (2 кл.) «Осенняя Фея», Вазюкова Венерăпа Васильева Юлиян (8 кл.) «Девушка» ĕçĕсене палăртмалла. Пахча çимĕçсенчен те тĕлĕнсе каймалла ĕçсем турĕç. Кĕçĕн классем хушшинче Павлова Каролинăн «Карета» ятлă ĕçне пăхса ытарма çук. Çав тери ăста тунă ăна. Çавăн пекех Угарин Алексейăн(1 кл.) «Кораблик»,Илларионов Никитăн (2 кл.) «Ёжик в спячке» ĕçĕсем те кăмăла кайрĕç.Аслă класри ачасем хушшинче Езюков Михаилăн (7 кл.) «Самолече» халь-халь веçсе каяс пек ларать. Нестеров Владимирăн (6 кл.) «Сова-совушка», Мадюков Сашан «Слон», «Порасята», Шайманов Вован (8 кл.) «Морячок-Леша», Петров Андрейăн «Волшебная корзина» ĕçесем пурин кăмăлне те кайрĕç.

          Эрне планĕпе  килешÿллĕн апат пĕçерме юратакансем килтен тĕрлĕ кукăль, печени, пылак çимеç пеçерсе килсе сутреç, хăйсем вали тупăш турĕç. Весем çаксем: Елимов Д. Сидоров С.,  Мадюков С., Вазюкова М.

    Антонова А.В. тата Вазюкова И.М. ирттерне мастер-класс урокĕсенче ачасем хутран, çулçăсенчен   терле чечексем тума вĕренчĕç.Музыка учителĕ Чуранов Г.И. иртернĕ «Своя игра», «Кто хочет быть музыкантом» вăйăсем те ачасен камалне кайрĕç.Ку вăйăсенче 8-мĕшсем палăрчĕç.Çак эрнерех юпа уйăхĕн 19-мешенче керхи бал пулчĕ.Çак уявра темле асамлăх хуçаланче тейĕн. Зала çулçăсемпе,йывăçсемпе, чечексемпе илемлетнĕ,çепĕç музыка тÿрех хăй тыткăнне илет. Уяв каçĕ вали ачасем экологи темипе тĕрлĕномер хатерленĕ, алă айенче кил-терешре усă курнă япаласемпе(хут, çатăрка, сетка, лента) усă курса тĕленмелле тумсем тăхăнса мода кăтартрĕç, вăйăсем вылярĕç,ташларĕç, савăнчĕç.

Фототчет