Атте-анне ҫӗрӗ яланах сӑваплӑ та хисеплӗ. Кирек ӑҫта пурӑнсан та ӗмӗрлӗхе канлӗх тупнӑ чи ҫывӑх ҫынсен вил тӑприйӗ ҫине ҫитсе пуҫ таясси - чӑвашӑн авалтан пыракан йӑли. Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи 5 ывӑлӗнчен пӗри – Инокентий ҫак кунсенче хӑйӗн мӑшӑрӗпе тата 3 ачипе Ҫӗньяла килчӗ. Г.Айхи ячӗллӗ Ҫӗньялти тӗп шкула ҫитсе кунта краеведени музейӗпе тата поэт музейӗпе тӗплӗн паллашрӗ. Юлпашки ҫулсенче Инокентий Айхин ку тӑрӑха килме майӗсем пулманран: шкул унӑн ашшӗ ячӗпе хисепленни те: кунти пуян содержаниллӗ музей та ӑна хӑйне те: унӑн ҫемйине те питӗ тӗлӗнтерчӗ. Мӑнукӗсемшӗн вара аслашшӗн шкул пӗтерни ҫинчен калакан свидетельство ҫинче пур предметпа та «5» паллӑсем пулни ырӑ тӗслӗх пулчӗ. Иноекентий Айхи ҫемйи масар ҫинче пулса Геннадий Николаевич вил тӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хурса пуҫ тайрӗҫ. Вӗсемпе пӗрле килнӗ Атнер Петрович Хусанкай тата унӑн мӑшӑрӗ Галина кунта поэт сӑввисене вуларӗҫ: Г.Айхипе пӗрле ирттернӗ самантсем ҫинчен ӑшшӑн аса илчӗҫ.