Майăн 18-мěшě – Пěтěм тěнчери музейсен кунě. Çак кун Г.Айхи ячěллě Çěньялти тěп шкул музейě кунěпех алăкне яри уçрě. Кăçал вăл пачах урăх сăнлă: çěнě стендсем куçа илěртеççě, çěнě экспонатсемпе пуянланнă. Музей ертÿçи Мария Ильинична Мадюкова кашни килекене ял, колхоз, шкул историйě çинчен интереслě каласа парать. Г.Айхи музейěнче те кăсăкли нумай. Кун каçипех хамăр шкулта вěренекенсем – кěçěн класран пуçласа аслисем таранах экскурсире пулса нумай çěннине пěлчěç. Çавăн пекех Турханти психоневрологи интернатěнче ěçлекенсен делегацийě те пирěн патăмăрта пěрремěш хут пулчě. Музей чăннипех пысăк пěлтерěшлě пулнине палăртрěç. Ял çыннисем те ятарласах музейпа паллашма килчěç, чылайăшě килтен тата экспонатсем илсе килме шантарчě. Ēç ветеранě Мария Алексеевна Терентьева хаклавěнчен: « Кунта унччен те пулнăччě-ха, анчах халь музей чылай çěнелнине палăртмалла. Хампа пěрле фермăра ěçленě тантăшсен сăн ÿкерчěкěсене куртăм та чун савăнчě. Пире те манман иккен. Малашне те ку ěçре тăрăшакансене сывлăх тата ăнăçу сунатăп».