Район юбилейĕ ячĕпе - выставка

Патăрьел районĕнчи «Г.Айхи  ячěпе хисепленсе тăракан   Çěньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан  шкулта»  паянтан  чăваш  чěлхипе  литература эрни  старт  илчě.  Кăçал  эрнене  Раççейри  экологи  çулталăкне, Чăваш  енри  аттепе  анне  çулталăкне,  Патăрьел районĕ  90  çул  тултарнине    халалланă.    

         Ēç  планěнче  интереслě  мероприятисем  сахалах мар. Акă  паян  шкулта  йěркеленě  «Илемлен, чечеклен, Патăрьелěм-паттăр  ен»  кĕнекесемпе хаçат-журнал выставки  те  пуриншěн    интереслě. Кунта ентешсен  район  историйěпе  çыхăннă   кěнекисем  нумай:  Патăрьел  район  энциклопедийěн  икě  томě, Асăну  кěнеки, И.Пахомов, В.Яковлева, Д.Коннов,Л.Лялькин, Я.Сорокин, пирěн  шкултан  вěренсе  тухнă  Н.Н.Осипов, хамăр  ял  çынни  М.Е.Нестеров  т.ыт.те  тěрлě  çулсенче  çырнă  истори  хайлавěсем  пуриншěн  те  кăсăк  пулмалла. Выставка  эрне тăрăшшĕпех  ěçлет.

ФОТООТЧЕТ