2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, шăп та лăп Геннадий Айхи поэт пурнăçран уйрăлса кайнă кун, поэзине юратакансем вун пĕрмĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал районти шкулсенчен 93 вĕренекен хутшăнчĕ конкурса. Инçе çула пăхмасăр пирĕн пата Атнер Петрович Хусанкай литературоведпа унăн мăшăрĕ Гажидма Дамбаевна Хусанкай – Г.Айхи ячĕллĕ фонд ертÿçи, Галина Борисовна Куборская-Айги преподаватель (Г.Айхи мăшăрĕ), чăваш наци музейĕн сотрудникĕ Надежда Аркадьевна Селиверстрова, Сергей Бирюковпа Саша Грач поэтсем тата Сергей Журавлев фотокорреспондент çитрĕç. Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах Çĕньял масарне çитсе Геннадий Николаевич Айхи вил тăприне пуç тайрĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнчĕç.
Геннадий Николаевич Айхи - чăваш халăх поэчĕ, 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Г.Айхи – чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.
Шупашкар хăнисене чыслă кĕтсе илнĕ хыççăн пурте номинацисем тăрăх классене саланчĕç. Конкурс 3-10 - мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:
- «Г.Айхи сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласси» номинацире
3-4 классем хушшинче Çĕньялти тĕп пĕлÿ паракан шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Нестерова Кристина йышăнчĕ (ертÿçи – Еремеева Вера Петровна);
5-7 классем хушшинче - Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти 6–мĕш класра вĕренекен Мишина Ксения (ертÿçи – Хлебникова Галина Фирсовна);
8-10-мĕш классем хушшинче Ишлĕ Шетмĕри тĕп пĕлÿ паракан шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Краснова Инна (ертÿçи–Юркина Надежда Николаевна).
- «Юбиляр поэтсен сăввисене чăвашла вуласси» номинацире П.Хусанкай, В.Давыдов –Анатри, Н.Исмуков, А.Смолин сăввисем янăрарĕç.
3-4 классем хушшинче Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Лукин Марат йышăнчĕ (ертÿçи – Кузьмина Марина Васильевна);
5-7 классем хушшинче - Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренекен Шурякова Екатерина (ертÿçи – Сорокина Елена Федоровна);
8-10-мĕш классем хушшинче Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Федорова Алина (ертÿçи–Селиванова Алевтина Ивановна).
Çĕнтерÿçĕсене тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă вулакансене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕ методисчĕ Елена Перепелкина Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Район шайĕнчи пысăк мероприятине тĕплĕн хатĕрленсе тивĕçлĕ шайра ирттерсе янăшăн Алина Владимировна Антонова шкул директорне тата Мария Ильинична Мадюкова чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенне тав сăмахĕ каларĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле Геннадий Айхи юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрра юрларĕç.