Тĕлпулу каçĕ.

Тĕлпулу каçĕ

Юратнӑ  шкул: каймастӑн  эс нихҫан  асран.

Кунта  эпир  вӗреннӗ - ҫке мӗн  ачаран.

Юратнӑ  шкул: ӑс панӑ  шкул: тавах: тавах:

Паян  каллех  телейлӗн  кул _ эпир  кунтах!

            Йӑлана  кӗнӗ  тӑрӑх: кашни  ҫулах  нарӑс  уйӑхӗн  пӗрремӗш  вырсарникунӗнче  Ҫӗньял  шкулӗнчен   вӗренсе тухса  кайнисен  тӗлпулӑвӗ  иртет. Кӑҫал  та  тӗлпулӑва  чылайӑн  пухӑннӑӗ Ытларах: паллах: юбилярсем; 5:10% 156 20...  ҫул  каялла  тӑван  шкулпа  сыв  пуллашнисем. ,нерхи  шкул  ачисем  хӑйсен  вӑхӑтӗнчи  шкул  ҫулӗсене: кӑсӑк  самантсене: вӗрентекенӗсене  ӑшшӑн  аса  илчӗҫ. Аслӑ  ҫулхи  юлташсем  хӑйсем  килеймен  пулсан  та: ертӳҫӗсем  вӗсене  асӑнса  хӑварчӗҫ. Сӑмахран: мӗнле  аса  илмесӗр  хӑварӑн-ха  1937 ҫулта  шкул  пӗтернӗ  Максимова  София  Михайловнӑна – вӗсем  мӑшӑрӗпе  10  ача  ҫуратса  ӳстерсе  пурнӑҫ  ҫӑлӗ  ҫине  кӑларнӑ. Е  тата  Семенова  Серафима  Сергеевнана – паян  кунчченех  вӑл  тӑн-тӑн  ҫурет-ха. Вӗсенчен  тӗслӗх  илмелӗх  пур. 1942  ҫулта  вӗренсе  тухнӑ  Елимов  Василий  Филимонович  8  ҫул  ҫар  ретӗнче  пулнӑ: паян  кун  патшалӑх  вӑрҫӑ  ветеранӗсене  туса  панӑ  ҫуртра  пурӑнать: вӑл  та  12  ача  ашшӗ. 1952  ҫулта  шкулпа  сыв  пуллашнӑ  Езюков  Исай  Павлович  ӗмӗрӗпех  Челябинск  хулинче  пурӑннӑ: техника  наукисен  кандидачӗ. 2002  ҫулта  9-мӗш  класс хыҫҫӑн  вӗренме  кайнӑ  Ильин  Михаил  Юрьевич  каласа  пани  те  ачасене  кӑсӑклантарчӗ: мӗншӗн  тесен  вӑл  нумаях  пулмасть  Китайран  таврӑннӑ: унта  вӑл  хӑй  вӗреннӗ  финанс  техникумӗн  вӗренӳ  программи  урлӑ  кайнӑ. Ун  патне  ыйтусем  те  нумай  пулчӗҫ - кашниех  лекеймест-ҫке  ют  ҫӗр-шыва! Килнӗ  хӑнасене  шкул  ачисем: вӗрентекенсем  юрӑ-ташӑпа  савӑнтарчӗҫ. Ертуҫӗсем    М.И.Мадюкова  тата  Нестерова  Аньӑпа  Вазюков  Ярослав  пӗчӗк  экзамен  та  тыттырчӗҫ - тӗрлӗ  ыйтусем  парса  шкул  ҫулӗсенче  илнӗ  пӗлусене  тӗрӗслерӗҫ.   Юлашкинчен  пурте  пӗрле  флэшмоб  ташлани  те  ҫӗнӗлӗх  пулчӗ  пулин  те  пурне  те  килӗшрӗ.

Фотоотчет