Сывлăха çирĕплетрĕç.
Хĕл Мучипе Юр пикен парнисене тивĕçлĕ пулмашкăн Г.Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял шкулĕн ачисем иккĕмĕш чĕрĕкре питĕ тăрăшса вĕренчеç, хĕллехи канмалли кунсене питĕ чăтăмсăррăн кĕтрĕç.
Капăр чăрăш йĕри-тавра юрласа-ташласа Хĕл Мучипе Юр пикен парнисене илнĕ хыççăн шкулта вĕренекесемпе вĕрентекенсем Сывлăх кунне йĕркелерĕç. Класс ертӳçисем физкультура учителĕпе килĕшӳллĕн сывлăха çирĕплетме спорт вăййисем ирттерчĕç.
1-3-мĕш классем хушшинче хаваслă старт иртрĕ, 5-7-мĕш классем йĕлтĕрпе ярăнчĕç, 8-мĕш классем шашка-шахмат вăййинче ăсталăхне туптарĕç, 9-мĕш классрв вĕренекенсем вара теннисла выляса пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç.
Сывлăх кунĕнче ирттернĕ ятарлă зарядка, кунĕпех иртекен спорт вăййисем ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшрĕç, кăмăлĕсене çĕклерĕç.
Ачасем хĕллехи канмалли кунсене те усăллă ирттерме шантарчĕç.