Çĕнĕ çул уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.
2016-мĕш çула ăсатса тулли кăмăлпа çĕнĕ çула кĕтсе илме Çĕньяти Г.Айхи ячĕпе хисепленекен шкулта вĕренекенсем капăр чăрăш йĕри-тавра пуçтарăнчĕç.
Çĕнĕ çула 4па тата 5 кăна кĕтсе илекенсене, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнакансене саламлама Хĕл Мучипе Юр пике тулли хутаçпа килсе çитрĕç.
Вĕренӳре малта пыракансене, ытти ĕçре хастар хутшăнакансене Çĕньял шкул директорĕ Еремеев Н.Д. ăшă саламсем ячĕ, хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Директор çумĕ Антонова А.В. çĕнĕ çула халалланă конкурсене пĕтĕмлетӳ туса хăварса малти вырăн йышăннисене парнесемпе чысларĕ.
Хăпартланнă ачасем капăр чăрăш йĕри-тавра çĕнĕ çул юрри-ташшисене янратрĕç, Хĕл Мучипе Юр пике ирттерекен вăйăсене хаваспах хутшăнчĕç. Хĕл Мучипе Юр пикен пулăшаканĕсем: хĕрлĕ автан, чее тилĕ тус, упăте, тухатмăш карчăк уяв кăмăлне татах та пуянлатрĕç. Шкулта вĕренекен ачасем те, вĕрентекесем те, ашшĕ-амăшĕсем те çĕнĕ çула тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.