Усăллă та тухăçлă та…
Кĕркуннехи каникулăн хаваслă кунĕсене тухăçлă ирттерчĕç Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем. Пĕр хĕвеллĕ кун класĕпех Мадюкова Мария Ильинична ертсе пынипе Шупашкара Çул тытрĕç. Унта трактор историйĕн музейĕнче пулчĕç. Кунта тĕлĕнмелли нумай вара! Мĕн тĕрлĕ кăна трактор пур! Трактор завочĕсен историйĕсем те кăсăклă. Ачасем тимĕрçĕ вырăнĕнче те пулса курчĕç, тĕрлĕ маркăллă тракторсем çине те ларса савăнчĕç, асăнмалăх сувенирсем туянчĕç.
Тепĕр илĕртӳллĕ вырăн Шупашкарта – «Аквариумсен тĕнчи». Хальччен курман пулăсемпе шыври чĕрчунсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Районта иртекен «Сывă пурнăç йĕркишĕн» акцине мала хурса спорт комплексне кĕме шутларĕç çамрăксем. Кунта тĕрлĕ вăйăсем выляса савăнчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç. Асра юлчĕ çак экскурси.